Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать тесе ахальтен каламаҫҫӗ пуль ҫав. Хӑш чух лайӑхрах-тӑр, тепӗр чухне унчченхине ҫитмен пек те туйӑнать пулӗ. Йӗпреҫ район администрацийӗ хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, асӑннӑ тӑрӑхри Смычка ялӗнчи клубра урӑх ҫынсем ӗҫлеме тытӑнни усса кӑна кайнӑ-мӗн. Улшӑну пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче пулса иртнӗ. «А. Тимофеева опытне тата А. Михетова пӗлӗвне кура вырӑнти клуб ӗҫне ҫӗнӗрен чӗртсе яма килнӗ», — тесе хыпарланӑ район администрацийӗн сайтӗнче.
Культура учрежденийӗнче тӗрлӗ мероприяти йӗркелеҫҫӗ-мӗн. «Малинки» ташӑ ушкӑнне 6-17 ҫулсенче хӗрачасем ҫӳреҫҫӗ, хӗрарӑмсем валли «Тантӑш» фольклор ансамблӗ йӗркеленӗ. Ҫу уйӑхӗнче смычкӑсем концертпа Патӑрьел районнех ҫитсе килнӗ. Ытти чух та тухса ҫӳреҫҫӗ иккен.
Шӑрӑх та типӗ ҫанталӑк тӑнине пула кӑнтӑр енчи районсенче — малтан Патӑрьелӗнче, каярах Комсомольскинче инкеклӗ лару-тӑру пирки пӗлтерни пирки маларах эпир хыпарланӑччӗ.
Пахчари апат-ҫимӗҫе епле те пулин шӑварса тӑма пулӗ-ха, анчах гектарӗ-гектарӗпе сарӑлса выртакан тыр-пула искусствӑлла майпа пулӑшаймӑн. Ҫапах та хальхи вӑхӑтра вунӑ районта ял хуҫалӑх культурисене искусствӑлла майпа шӑварассине йӗркеленӗ.
Типӗ те шӑрӑх ҫанталӑка пула Патӑрьел тата Комсомольски районӗсем ҫеҫ мар, шӑмӑршӑсемпе елчӗксем те аптӑранӑ иккен. Вӑл тӑрӑхсенче ял хуҫалӑх культурисем шар курнӑ. Республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви шутланӑ тӑрӑх, хайхисем 70 пин тоннӑна яхӑн тӗш тырӑ ҫухатма пултараҫҫӗ. Ҫӗрулмие вара — 25-30 пин тонна таран. Ҫак цифрӑсене муниципалитет пуҫлӑхӗсемпе видеоконференци мелӗпе калаҫнӑ чух асӑннӑ иккен. Шӑрӑх та типӗ тӑнӑ ҫанталӑк Патӑрьел районне уйрӑмах шар кӑтартнӑ.
Патӑрьел районӗнчи Пикшик ял тӑрӑхӗнче ҫак шӑматкун йӑлана кӗнӗ уяв — Патӑрьел районӗн кунӗ — иртнӗ. Ӑна Пукрава халалласа кӑҫалхипе улттӑмӗш ҫул ӗнтӗ йӗркелеҫҫӗ. Патӑрьелсем вара ҫав куна чи лайӑх ял тӑрӑхне палӑртас тӗллевпе ирттереҫҫӗ-мӗн.
Уява вырӑнти пуҫлӑхсемпе пӗрлех районӑн хисеплӗ ҫынни Лев Кураков (чылайӑшӗ ӑна И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗнче нумай ҫул тӑрӑшнӑ тӑрӑх пӗлет), ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Никифоров тата Кокель ячӗллӗ Пӗтӗм тӗнчери VII пленэра хутшӑнакан делегаци хутшӑннӑ.
Кирек епле уяври пекех тӗрлӗ чыслав та самай пулнӑ. Пикшикри халӑх театрӗ вара тинех машинӑллӑ пулнӑ — район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов йыша ГАЗель машина илме сертификат тыттарнӑ. Тата, паллах, халӑх юрланӑ-ташланӑ, савӑннӑ. Ял тӑрӑхӗсем хӑйсен ал ӑстисен пултарулӑхне кӑтартнӑ. Уява салют вӗҫленӗ.
Сӑнсем (126)
Ҫанталӑк шӑрӑх тӑнине кура иртнӗ уйӑхӑн 17-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче инкеклӗ лару-тӑру тесе йышӑннӑччӗ-ха. Ҫанталӑк йӗркеленнӗ тесе ӑна тепӗр тӑватӑ кунтан пӗтернӗччӗ. Халӗ, ав, ун пек тӑрӑм пирки Комсомольски районӗнче пӗлтернӗ. Тӗрӗсрех, ӗнертенпе туса хунӑ. Район администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, малтанласа шутланӑ тӑрӑх типпе пула района ял хуҫалӑх культурисем 27 пин гектар ҫинче сиенленнӗ-мӗн.
Иртнӗ уйӑхра каҫал тӑрӑхӗнче ҫанталӑк ытти ҫулсенчи вӑтам температурӑран 3-4 градус шӑрӑхрах уплнӑ иккен. Ҫумӑр та вырӑн вырӑнпа кӑна ҫуса иртнӗ.
Шывран вут пек хӑра, вутран шыв пек хӑра тенӗ чӑваш. Чӑн та, иккӗшӗ те шӳтлемелли япаласем мар ҫав. Тата вӑрӑран юлать, вутран юлмасть тенине шута илсен пушшех те шиклентерет. Шӑматкун, акӑ, Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнче инкек пулса иртнӗ. Ҫав кунхи вӑйлӑ ҫумӑр вӑхӑтӗнче ҫиҫӗме пула 59 ҫулти арҫын сарайӗ тивсе илнӗ. Ҫулӑмпа кӗрешме пырса ҫитнӗ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем, Турра шӗкӗр, вута алхасма паман — хӑвӑрт сӳнтернӗ. Ҫапах та хуралтӑн ҫивиттийӗ ҫунса кайма ӗлкӗрнӗ, вӑл хӑй те самай сиенленнӗ. Тӑкака 25 пин тенкӗпе хаклаҫҫӗ.
Кӗҫнерникун, ҫӗртмен 27-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин патшалӑх канашӗн председателӗ Юрий Попов Патӑрьел районӗнче иртекен республикӑри яш армейецсен юхӑмӗн 45-мӗш «Зарница» тата «Орленок» вӑййисен финалне уҫнӑ пулнӑ.
Чӑваш Енре, ытти тӑрӑхсемпе танлаштарсан, ку вӑйӑсем йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ, «Зарница» тата «Орленок» вӑййисен финалне 45 ҫул пухӑнаҫҫӗ.
Пӗтӗмлетӳллӗ пухӑва пухӑнас умӗн ҫулталӑк тӑршшӗпе вӗренӳ учрежденийӗсенче 20 яхӑн пултарулӑх, практика, теори конкурсӗ иртет, вӗсене ҫулсерен 30 пин ача хутшӑнать. Вӑйӑсен пӗрремӗш этапӑн ҫӗнтерӳҫисем (шкулсем, училищесем, техникумсем) районсенчи тата хулари финалсене хутшӑнаҫҫӗ, унта пурӗ 5 пин яхӑн ача тухать. Республика шайӗнчине вара районсемпе хуласенчи пӗтӗмлетӳллӗ вӑйӑсенче мала тухнӑ пине яхӑн ҫамрӑк хутшӑнать.
Паянхи куна илсен Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗ ҫумӗнчи «Хӗвеллӗ» уҫланкӑра чӑн та ҫар лагерӗсем вырнаҫнӑ тейӗн. Вӑййа хутшӑнакансен пиллӗк кун хушшинче уҫӑ сывлӑшра пурӑннисӗр пуҫне ятарлӑ зачетсемпе нормативсем памалла пулӗ.
Ҫапла, ҫутҫанталӑкӑн хӑйӗн саккунӗ ҫав. Шупашкар енче юлашки вӑхӑтра ҫумӑр пулман мар-ха. Анчах кӑнтӑр енче ӑна теме кӗтнӗ пекех тӗмсӗлеҫҫӗ иккен. Патӑрьел районӗнче, сӑмахран, вӑйлӑ ҫумӑр ака уйӑхӗн 26-мӗшренпе ҫуман теҫҫӗ. Унтанпа вӗтӗ ҫумӑр икӗ хутчен шӑпӑртатса иртнӗ те тек пулман-мӗн.
Ял хуҫалӑх культурисене епле те пулин сыхласа хӑварас тесе хресчен тӗрлӗ меслет шырать. 4 хуҫалӑхра хирсене шӑвараҫҫӗ иккен. Ҫапах та мӗнпур уя шӑварса пӗтереймесси паллӑ ӗнтӗ. Ҫӗрулмине типсе каясран ятарлӑ препаратпа аталантараҫҫӗ-мӗн-ха. Анчах ку та йывӑрлӑхран тухмалли ҫул-йӗр тееймӗн. Ҫеҫке симӗс ларсан та ҫӗрулми ӳсесшӗн мар.
Акӑ, «Батыръ» хуҫалӑхра рапс пачах шӑтса тухманпа пӗрех иккен. Сухаласа пӑрахасси кӑна юлать тесе пӑшӑрханать имӗш агрофирма ертӳҫи Шейхулла Куликов.
Пӗтӗмӗшле илсен, Патӑрьел районӗнче ҫуртрисен пӗрре-виҫҫӗмӗш пайӗ пӗтнӗ теҫҫӗ. Пӗрчӗллӗ йышши культурӑсем кӑна 7 пин ытла гектар ҫинче типсе ларнӑ.
Синоптиксем те хресчене ҫумӑр ҫӑвать текен хыпарпа савӑнтараймаҫҫӗ.
Республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче выльӑх апачӗ хатӗрлессипе хӗрӳ тапхӑр пырать. Ял хуҫалӑх министерстви ытларикунхи цифрӑсене илсе кӑтартать. Ял хуҫалӑх предприятийӗсенче тата фермер хуҫалӑхӗсенче нумай ҫул ӳсекен курӑксене 44,5 пине яхӑн гектар ҫинче ҫулнӑ иккен. Ҫапла вара виҫӗм кун тӗлне 31,5 пин тонна утӑ тата 45,8 пин тонна сенаж хатӗрленӗ.
Утӑ хатӗрлессине илсен кӑнтӑр енчи районсем — комсомольскисем, елчӗксем тата патӑрьелсем — малта пыраҫҫӗ иккен. Тоннӑпа илсен шӑпах вӗсем нумайрах янтӑлама ӗлкӗрнӗ. Сенажпа вара Шупашкар районне ҫитекен ҫук — вӑл енче 8 пин тоннӑна яхӑн хатӗрленӗ. Маларах асӑннӑ каҫал енсем тата вӑрнарсем — 5,2 пиншер тонна, елчӗксем — 4,6 пин тонна.
«Общество укҫи-тенкине тытса пырассипе Раҫҫейри чи лайӑх ӗҫлекен муниципалитет пӗрлешӗвӗ» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Чӑвашран унта тӑватӑ муниципалитет хутшӑннӑ: Патӑрьел, Пӑрачкав, Муркаш районӗсем тата Шупашкар хули. Пӗтӗмпе вара 60 регионти 186 хула округӗ тата район тупӑшнӑ.
Конкурса йӗркелекенсем вырӑнтисен хысни пӗлтӗр епле тулнине, вӗсен нормативпа право базине, йӗркелӳпе кадр ӗҫ-хӗлне тишкернӗ. Пӗрремӗш степеньлӗ дипломпа виҫӗ муниципалитета чысланӑ: Владимир хулине, Алтай енӗнчи Барнаул хулине тата Муркаш районне.
Патӑрьел районӗн администраци йышӑнӑвӗпе ҫӗртмен 17-мӗшӗнчен 16:00 сехетре районта йывӑр лару-тӑру режимне ҫирӗплетни ҫинчен эпир маларӑх пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Кулленхи шӑрӑх кунсене пула районта ун чухне 7,093 пин гектар лаптӑкра ял-хуҫалӑх акнӑ тыр-пулӑ аманнӑ пулнӑччӗ. Паян вара, ҫӗртмен 21-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче йывӑр лару-тӑру режимне сирнӗ. Ку районти шӑрӑх кунсем ҫумӑрлӑ, ӑмӑрлӑ кунсемпе ылмашнипе ҫыхӑннӑ. Ҫапла вара районти вӑрмансене те ҫӳрӗме ирӗк панӑ.
Чӑваш Енри ИӖМ пайӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене, организаципе преприятисен ертӳҫисене шырлӑх масштаблӑ курассинчен хӑтӑлас тӗлӗшпе кирлӗ ӗҫсене пурнӑҫласа пыма сӗнеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ржанов Василий Тимофеевич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарта Чӑваш тӗп музейӗ уҫӑлнӑ. | ||
| Одюков Иван Ильин, чӑваш фольклорне пухаканӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |